Если бы видел Н.Никольский, во что превратилась сегодня газета Хыпар, со странным русско-чувашским сленгом, с новостями «ни о чем», без проблем и задач. Но сам факт создания такой газеты, интеллигентом в лучшем понимании этого слова, было очень значимым делом для всего чувашского народа.
В 90-е годы на здании бывшего издательства Хыпар в Казани скульптором Ф.И. Мадуровым была установлена мемориальная доска в честь этого важного для всего чувашского народа события. На ней был выбит посвятительный текст на трех языках. Но, националистические настроения в Казани сказались на том, что мемориальная доска была уничтожена, видимо сам факт, что, в начале текст шел на чувашском языке, кого-то сильно раздражал. Сегодня местные власти и не вспоминают о том, чтобы как-то исправить свою гнусную провокацию.

8 января 1906 года был напечатан первый номер революционной газеты на чувашском языке "Хыпар". http://www.chnmuseum.ru/index.php?option=com_content&view=article&id=302&Itemid=43
1905 çулхи революци сăлтавĕсем тарăн. Историксем темшĕн ăна вырăссен пĕрремĕш революцийĕ теççĕ. Ку тĕрĕс мар: Раççей империйĕнчи “инородец”, эппин, ют йăхран тесе мăшкăлласа кулнă халăхсем хăйсем валли ирĕк илме ăнтăлнă, аслă держава шовинизмне текех тÿсме пултарайман. 1903 çулта Хусан земство управин председателĕ Н.Мельников “Казанская газетăра” çапла çырать: “Чăваш культури пулман та, пулмасть те. Чăваш чĕлхине сыхласа хăварма, çакна май çак чĕлхешĕн тивĕçсĕр литература çуратма, чăваш хушшинче сепаратизм тата хăйсемпе мăнаçланассине аталантарма кирлĕ мар, анчах çак йăхăн лайăх пахалăхĕсене сыхласа хăвармалла: вĕсен тÿр кăмăллăхне, перекетлĕхне, пĕлесшĕн çуннине, çĕре тата ун çинче мĕн ÿснине юратнине. Эпĕ шутланă тăрăх, акă чиркÿпе шкулăн чăн тĕллевĕсем”. Вăл вăхăтра йĕркеллĕ шутланнă çак сăмахсем паян мĕнле тискеррĕн илтĕнеççĕ! Мĕтри Юман çырнă тăрăх, 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех чăвашран тухнă темиçе пин интеллигент шутланнă: учительсем, пупсем, хуçалăхри тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем. Тĕслĕхрен, Вятка /хальхи Киров/ хулинче çĕр виçевçĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухса хальхи Эстони тăрăхĕнче ĕçленĕ, кайран тăван Купăрля ялне таврăнса чăваш ялĕсене çырма тĕпĕсенчен кăларса культурăлатнă Василий Никитич Никитина-Никольские интеллигент темелле мар-и вара? Вăл хăйĕн укçипе ялта чавтарнă кÿлĕ хĕрринче паян - унăн ывăлĕн бюсчĕ, парк. “Хыпар” никĕслевçи - иккĕмĕш ăрури интеллигент - çав саманара чăваш халăхĕн ăс-хакăл, çутлăх ертÿçисенчен пĕри пулса тăрать. Пĕрремĕш ăрури интеллигенци ун патне Хусана туртăнни те ахальтен мар. Никольские пула Хусанта чăваш наци чĕрĕлĕвĕн, культурăпа çутлăхăн иккĕмĕш центрĕ йĕркеленет. Иван Яковлевич вĕренекенĕсем Тайăр Тимкки, Ефим Трофимов, каярахпа Мĕтри Юман, Семен Николаев, Гавриил Алюнов тата ыттисем “Хыпар” кăларма хутшăнаççĕ. Çапла вара, пĕр-пĕрне ăнланми пулнă анатрипе тури чăвашсен диалекчĕсене пĕрлештерсе Иван Яковлев йĕркеленĕ çырулăх никĕсĕ çинче “Хыпар” хаçат тухма тытăнать. Çак сăмахсемпе эпĕ хăш-пĕр тĕпчевçĕ Яковлевпа Никольские хирĕçтерме пăхнинче пăнчă лартасшăн. Вĕсем - икĕ ăру çыннисем: Николай Васильевич Иван Яковлевран 30 çул кĕçĕнрех. Эппин, Яковлев çак тапхăрта мĕн ĕçленине Никольский малалла тăсса аталантарнă. Эпĕ çак шухăша пĕрре мар каланă ĕнтĕ: Н.В.Никольский ячĕ 1906 çулта чăвашла пĕрремĕш хаçат кăларнипех историре ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлма тивĕçлĕ. Çырăнчĕ теме паян юрать те пулĕ. Пÿрт мĕнле ларасси, унăн хăтлăхĕ чи малтан никĕсрен килет. “Хыпар” çурчĕн никĕсĕ питех те çирĕп пулни вара паян иккĕлентермест. Чăн та, унта та кунта вăрттăн-хĕрттĕн чашлатса-кĕвĕçсе калаçнине те илтме пулать-ха: паянхи “Хыпарпа” Никольский “Хыпарне” ячĕсĕр пуçне урăх нимĕн те çыхăнтармасть имĕш. Айванккасемпе чунĕ нишлисене Никольский аса илĕвĕнчи пĕр сыпăка илсе кăтартатăп: “1907 çула “Хыпар” пысăк йывăрлăхпа кĕчĕ. Яланхи пекех укçа-тенкĕ çитсе пымарĕ. Типографи манран пĕтĕм 1906 çулшăн парăма - пĕр пин тенке яхăн - тÿлесе татма ыйтрĕ. Çак укçана пайăн-пайăн пĕтĕмпех тÿлерĕм”. Çав тапхăрта Никольский “Хыпар” редакторĕ те, издателĕ те пулман ĕнтĕ, хаçата социалист-революционерсем кăларса тăнă. Анчах Николай Васильевичăн пур-пĕрех пичетри хăйĕн ачин пурнăçне тăсас килнĕ. Малтан эпĕ чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ 1917 çулта иккĕмĕш хут çак ятпа тухма пуçланă тенĕччĕ. Каллех - Никольский витĕмĕпе. “Хыпар” пĕлтерĕше çав тери тарăн шухăш хывнă-тăр Николай Васильевич. “Хыпар” - кĕске те уçăмлă, пуриншĕн те паллă ят. Пĕлтерет, каласа парать, тишкерет, вĕрентет, пĕлÿ сарать. Идеологизмсăр, партилĕхсĕр, пафоссăр... Эсерсене, вăл вăхăтри Раççейри чи йышлă партие, совет саманинче мăшкăлтăкран кăларман. Паян та, тĕрĕссине каламалла, историксем çак партие карикатурăпа сăнлаççĕ. Пĕр чăнлăха манса: 1917 çулхи революци авторĕ, двигателĕ шăпах социалист-революционерсем пулнă: 1 миллионлă парти. Большевиксем: 100 пинрен сахалрах. 1917-1918 çулсенчи “Хыпара” чăваш эсерĕсем, 1906-1907 çулсенчи “хыпарçăсем” тата вĕсен çамрăк ĕçтешĕсем кăларса тăнă. Мĕн пур чăваш ялта, çĕр ĕçлесе пурăннине, эсерсем вара шăпах хресчен партийĕ /тĕп лозунг: çĕре - социализацилесси/ пулнине шута илсен, “Хыпара” тата камăн кăлармалла пулнă-ха? Паллах, вĕсен! Вăл тапхăрти “Хыпара” политикăран, революцин ахăр саманинчен уйăрма çук. Анчах унти материалсенче тĕп ыйту - малтанхиех: культурăна хăпартасси, çутлăха ăнтăласси* кĕскен - ирĕке тухасси. “Ирĕк” сăмаха “хыпарçăсем” нихăçан та ытти халăхсенчен уйрăлса пурăнассипе, никама пăхăнман патшалăх тăвассипе çыхăнтарман. Ирĕк вăл - çĕрлĕ пуласси, хут пĕлменлĕхе пĕтересси, чăваш чĕлхипе кĕнекесем, хаçатсем кăларасси, пĕтĕмĕшле - Раççейри ытти халăхсемпе танлашасси. Акă вĕсен революцилĕхĕ. “Канаш” хаçатăн 1918 çулхи 54-мĕш номерĕнче унăн редакторĕ Даниил Эльмень çапла çырать: “Эпир калатпăр: пĕтĕм чăвашăн пĕрлешме май çук. Пирĕн шутпа, тĕнчере вырăсĕ, чăвашĕ, тутарĕпе çармăсĕ çук. Этем ăрăвĕ икĕ ушкăна анчах уйрăлать - пуянсемпе чухăнсем”. Ку - класс кĕрешÿçисемпе пролетариат диктаторĕсен шухăшлавĕ. “Хыпарçăсем” вара - пĕтĕм чăваш халăхне пĕрлештерессишĕн: пайламасăр, уйăрмасăр. Сăн ÿкерчĕкре, ĕлĕкхи те хальхи "Хыпар", Николай Никольский.

По публикации ОК: Александр Чайков

Комментарии

  • 10 янв 2016 09:38
    по первому впечатлению показалось, современный редактор скорее, шоумен, чем быть во главе столь серьезной работы
  • 10 янв 2016 09:40
    может, сегодняшняя жизнь требует именно шоуменов, а не вдумчивых руководителей!!??