Издательский дом "Хыпар"
21 фев

«Суймасăр калатăп: 2022 çулта мобилизаципе çар операцине кайма повестка илсен пĕртте кулянмарăм.

Чунăмра темĕнле мăнаçлăх хуçаланчĕ. Ара, мĕн пур йышран мана суйласа илнĕ-çке-ха. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан унта хамăн ирĕкпе каяс шухăш та пулнă-ха», — каласа кăтартрĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшра çуралса ӳснĕ Валерий Иванов черетлĕ хут отпуска килнĕ май.
Валерий ятарлă çар операцине хутшăнма пуçланăранпа отпускра виççĕмĕш хут. Ку хутĕнче вăхăчĕ шăп та лăп çуралнă кунпа пĕр килнĕ. «Ку енчен пире кӳрентермеççĕ, кашни çур çултах тăвансемпе, çемьепе тĕл пулма яраççĕ. Вăхăчĕ кĕске пулин те яла килсен тăвансемпе, тус-тантăшсемпе тĕл пулма май тупатпăр. Тăван шкула та йыхравлаççĕ. Отпускра пĕрремĕш хут пĕлтĕр февральте пулнăччĕ. Малтанах тăвансемпе тĕл пултăм, кайран тăван шкула çул тытрăм. Çак кун Хĕрлĕ Чутайри шкулта Алексей Федоров салтака халалласа Герой партти вырнаçтарчĕç, шкул ачисемпе те курнăçма тӳр килчĕ. Вĕсем манран темĕн пирки те ыйтса пĕлчĕç», — каласа кăтартрĕ çар тумне тăхăннă арçын.
✍Тĕплĕнрех – «Хресчен сасси» хаçатра (21.02.2024)

Комментарии

Комментариев нет.