Мелания Герасимова(Никифорова)
9 мая
Чĕрене чĕрекен виç кĕтеслĕ çыру

Чĕрене чĕрекен виç кĕтеслĕ çыру

Халиччен упранать асанне арчинче.
Тăшмана нихăçан пулас çук каçару.
Асап-хурлăх вырнаçнă кашнин чĕринче.
Асаттеçĕм хаяр çапăçу хирĕнче
Тăшманпа кĕрешсе пуçне хунă.
Çирĕмри хĕрарăм упăшки килĕнче
Питĕ ир ачипе тăлăха тăрса юлнă.
Çамрăклах тăлăх арăм пулса юлнисем
Пурăнан пурнăçра асап тÿсрĕç çав тер.
Ăшăтмарĕç чунне ăрăскал шевлисем,
Çавăнпа çÿçĕсем те шуралчĕç пит ир.
Шеллемест вăл вăрçă никам кунçулне,
Таврăнман упăшки кÿршĕри ав инкен,
Халиччен те пĕлмест упăшкин хыпарне,
Чĕринче упранать çав хăрушă инкек.
Вăрçăра мĕн чуль çын тăкăнать,
Мĕн чуль çын куççульпе çăвăнать.
Шăпчăксен юрри те шăпланать,
Çамрăксен ĕмĕт те татăлать.
Манаймастпăр хăрушă вăрçа,
Ылханатпăр усал тăшмана.
Анăçран пуçласа Тухăçа çитиччен
Кисрентерчĕ фашист пурнăçа.
Савăнатпăр сывви пуррипе,
Уявлатпăр Çĕнтерÿ кунне.
Хурланатпăр вилни çуккипе,
Асăнатпăр шăппăн ун ятне.
Астутарчĕ çыру иртине,
Юнлă вăрçăн хая р тапхăрне.
Çÿçентерчĕ чуна, чĕрене,
Хумхантарчĕ ăса манăнне
Халь калар-ха, туссем , ак çапла:
«Вăрçă тени ан пултăр нихçан!
Мирлĕ пурнăç пур пултăр ялан,
Такăр çулпа утар малалла».
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.

Комментарии

Комментариев нет.