Ҫеҫпӗл Мишшин 100 ҫулхи асӑну кунне паллӑ тунӑ май Шупашкарти Поэт музейӗнче "Ҫеҫпӗле пуҫ тайса" вулавсем иртрӗҫ.

Чӑваш халӑх поэчӗсем Раиса Сарпи тата Светлана Асамат, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Юлия Дмитриева, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине тата Зоя Сывлӑмпи тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Викентий Лукиянов пулчӗҫ.
Ҫеҫпӗл поэзийӗ кашнин пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварни, унӑн "кӑвар" сӑмахлӑ поэзийӗ паянхи кун та хавхалану кӳрсе тӑнине палӑртрӗҫ, Ҫеҫпӗл поэзийӗ тепӗр ӗмӗр иртсен те вилӗмсӗр пуласси пирки шанса тӑни ҫинчен каларӗҫ.
#100летпамятиСеспеля
#споклономСеспелю #деньпамятиСеспеля

Комментарии