Леонид Петров-Атлай
1 фев 2023

АВАН-и!!!

Умĕн калани.
Хаклă вулаканăм!
Тен, итлекенĕм те (кам та кам эпĕ аяларах каланине пĕтĕмпех пурнăçлама хăюлăх çитерĕ, вăл 24 минутлăха итлекен те пулса тăрĕ!)!
Компьютер умне ларсассăнах, çакăн йышши тав çырăвĕ шăрçалама шутларăм. Йăлт каламаллине пĕтĕмпех пĕрре ларсах çырса кăтартма та çук. Çапах та сире унпа эпĕ паллаштармах шутларăм. Кам пирки тата мĕн пирки сăмах пынине эсир тÿрех тавçăрса илме пултаратăр.
Ан ÿркенĕр, эпир кăтартнă эл. адрес тăрăх, передачине (архив=кăларăмне!) хăвăрт тупса итлеме пултаратăр. Тархасшăн, малалла паллашсамăр, эппин!
Хисеплĕ Ольга Николаевна!!!
Виç сăмах та пулин çырмасăр пултараймарăм.
М.И. Скворцов профессорăн 90 çулне халалласа эсир хатĕрленĕ «СЛОВАРЬСЕН АШШĔ» радиопередачăна пĕр сывламасăр итлерĕм. Ăна эпĕ институт сайтĕнчен «уçласа» илтĕм ( http://chgign.ru/a/news/5103.html ). Питех те шел, чăннипех паллă тюркологсен аслӑ ӑрӑвӗ çÿлти тÿпенелле кайни, чи малтан, чунра темле чĕтревлĕ хĕрхÿ çуратрĕ.
Иртейнĕ кунсен те сăнĕ, те шавĕ вăл? Тен, асăмăрсенче çав ĕмĕрлĕх ÿкерĕнсе юлни пулĕ – тепĕр хут аса илÿ йĕпписене чарăнса тăрсах итлеме хистерĕ халь.
Чăнах та, хастар энциклопедист=чĕлхеçĕн пултарулăх лаççи, тăван халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем пурне те пĕр чарăнми çунатлантарма пултараççĕ.
Эпĕ пĕлнĕ тата унпа ялан калаçнă тăрăх, вăл хăй те пĕртте наградăсемшĕн ĕçлемен. Хăйне тăрăшсах ĕçлеттерекен вăхăчĕ те унăн хăй хыççăн ташласах, хăваласах çÿренĕ.
Çак ятарлă кăларăма итленĕ самантра, акă, 1986 çулта, виçсĕмĕр - М.И. Скворцов, Н.И. Егоров тата эпĕ, Алма=Атана самолетпа тăват кунлăха вĕçсе конференцине хутшăнни аса килчĕ. Кайран вĕсем иккĕшĕ те хăйсен темисемпе ĕçленĕ наука докладне ăнăçлă хÿтĕлесе филологи докторĕсем пулса тăчĕç. Михаил Ивановичăн ăслăх доклачĕ пирки анлă рецензине кафедра ячĕпе И.А. Андреев сĕннипе манăн çырма тивнĕччĕ.
Паллă словарьçăн ытти эпир пĕлеймен вăрттăнлăхĕсене, тен, çу уйăхĕнче, ăна ятарласа ырăпа асăнса, хамăр чĕлхемĕр пĕлĕвĕнчи пĕтĕмлетсе е çĕнĕрен чылай тунă ĕçĕсене тивĕçлипе хакласа ирттерме палăртнă конференцинче пĕлĕпĕр.
Унпа яланлăхах сывпуллашнăранпа чылаях вăхăт иртрĕ пулин те, вăл пире вĕрентсе каланисем, тăван чĕлхемĕрĕн пуянлăхĕпе чĕлхемĕрĕн саккунĕсене пăхăнса ĕçлеме хăнахтарнисем, халĕ те куç умĕнчех. Эппин, пирĕн вĕсене çамрăк хунавсем умне çитермеллех.
Кĕске шухăша вĕçлесе вара çакна та калам. Чăваш Ен радиовĕ мухтавлă ентешсен пурнăçĕпе ĕçĕ=хĕлĕ çинчен куллен тăван халăха интереслентерсех, малашне те хавхалантарсах тăтăр. Мăн асаттесемех пире парнеленĕ пиншер сăмахлă асамлă чĕлхемĕр тата ăна хăйсен пĕтĕм хевтисене халалланă çиçĕм=журналистсем, чăрсăр чĕлхеçĕсем, ăмăрт çыравçăсем манăçа тухмалла мар. Пирĕн пуласси те иртнипех çыхăннă ĕнтĕ вăл. Михаил Ивановичăн çырăнса юлайнă мухтавлă сасси сирĕн фондсенче упранать пулĕ=ха. Эппин, ăна халалланă передачăсенче ăна малашне итлессе чăннипех шанатпăр. Вăл вара сирĕнне те, пирĕнне те ырми шанăç çуратсах тăтăр. Тӗлӗнмелле ырă кăмăллă, вашават, сумлă тата чылайăшне (вăл шутра çĕршер студента та!) тĕрĕс çулпа уттарма тăрăшнă паллă тюрколог=тĕпчевçĕ пирки передача хатĕрлесе эфира кăларма май килтернишĕн пурне те тав тăватăп.
Çак самай хурланчăк туйăмпалах тата, Явăш масарĕнче ун вилтăпри çине палăк лартнăшăн, Нуриян Аюпович Андрбаева, паллă строителе, çĕре çити пуç тайса, тăванĕсен тата пур чĕлхеçĕ ячĕпе тав сăмахĕ калатăп.
Л. Петров, чĕлхеçĕ. 01.02.2023

Комментарии

Комментариев нет.