Юлашки шăнкăрав

Вĕренсе пĕтерекенĕм!
Хаклăран та хаклă шанчăкăм,
Саламлатăп сана чĕререн.
Хĕпĕртетĕп питĕ савăккăн
Сан çунат çитĕнсе çитнĕрен.
Шкул ачи!
Эс тăран ман умра куç тулли
Савăнăçлăн чечек çыххипе.
Тÿпери сар хĕвелĕн кулли
Çупăрласшăн сана хĕлхемпе.
Çамрăк чун!
Пăлхануллă самант çитрĕ сан.
Ху вĕреннĕ шкултан уйрăлан.
Туйăмна пытарма хăнăхман,
Куççульне чараймастăн тытса.
Шăнкăрав!
Хурланмалли сăлтав пурах çав,
Уйрăлмашкăн вахăт çитрĕ ав.
Çак шкулта янăрать шăнкăрав,
Сан валли юлашки хут янрав.
Уйрăлу!
Куççульне эсĕ хытă пытар,
Кирлĕ мар татăлса макăрма.
Шăнкăрав сассине те упра
Малалли пурнăçра асăнма.
Çĕн çулсем!
Ав чĕнеççĕ сана çутăсем,
Илĕртеççĕ вĕсем çамрăка.
Такăр пулччăр умри çĕн çулсем.
Пулас çулсен парăсне карма.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.

Комментарии