Ҫӑлтӑрпи

Аякран курӑнать Ҫӑлтӑрпи,
Аякран курӑнать Ҫӑлтӑрпи,
Улӑхӑттӑм ҫӑлтӑрсем патне - улӑхмашкӑн унта чикмек ҫук.
Улӑхӑттӑм ҫӑлтӑрсем патне - улӑхмашкӑн унта чикмек ҫук.
Аякран курӑнать Ҫӑлтӑрпи,
Ҫӳл тӳпери ҫут ҫӑлтӑр пики!
Килӗшет вӑл мана ҫав тери,
Пӑх! Курнать вӑл таҫтан мӗн тери!

Уҫлӑхра Ҫӑлтӑрпи вӑй вылять,
Ҫут хӗмне ҫӗр питне сапалать.
Унӑн ҫути савӑк туйӑнать,
Черене манӑнне вӑй парать.

Ҫӑлтӑр витӗр ҫулӗ курӑнать,
Ӑна курсан чунӑм савӑнать.
Пит ирӗк-ҫке унта уҫлӑхра,
Ҫакӑ кирлӗ ялан пурнӑҫра.

Улӑхӑттӑм ҫӑлтӑрсем патне -
Улӑхмашкӑн унта чикмек ҫук.
Чикӗттӗмччӗ хӗве ҫуттине -
Ҫунат сарса вӗҫме ҫунат ҫук.

Пурӑнӑттӑм ӗмӗр-ӗмӗрех -
Вилӗме ҫӗнтерме хӑват ҫук.
Талпӑнӑттӑм эпӗ пурпӗрех -
Ӗмӗре малалла тӑсма ҫук.

Ҫӑлтӑрсем ан ӳкчӗр ҫӗр ҫине,
Манӑн ҫӑлтӑр ҫӳлте, тӳпере.
Уҫлӑхра лӑп тытчӑр хӑйсене,
Вӑрахчен шӑп тӑччӑр чӗрере.

Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.

Комментарии

Комментариев нет.