Июнӗн 18-мӗшӗ - сад пахчинчи çĕр çырли кунӗ.

Хамăр пахчари çырла сĕнчĕ пире чашкипе:
Хамăр пахчари çырла сĕнчĕ пире чашкипе:
Çĕр çырли – хĕвел парни
Çĕр çырли – хĕвел парни
У-у, çĕр çырли, çĕр çырли -
Çимĕçсенчен чи тутли.
Ырă шăршă саракан,
Вăл ĕлкĕрет чи малтан.

Питĕ тутлă çĕр çырли,
Пиçнё-çитнĕ хĕр пики -
Хăйĕн сĕткенлĕхĕпе,
Тутлă техĕмлĕхĕпе.

Сад пахчинчи çĕр çырли,
Чи хитри те чи тутли,
Сар хĕвелпе хĕрелни,
Çумăр шывпе пĕвенни.

Çĕр çырли – паха çырла,
Эсĕ ăна ан хурла.
Усă кур унпа ялан,
Унăн сиплĕхне ан ман

Магни, тĕрлĕ витамин,
Кали, бета-каротин –
Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлать,
Пурăнмашкăн вăй парать.

Пит те пĕтĕркеленмест,
Шăл та кĕмĕл пек çиçет.
Нерва та çирĕп пулать,
Вăй-хал та патварланать.

Çĕр çырлин усси пысăк,
Парĕ вăл çынна сывлăх.
Пурăнăн ялан савăк,
Тарĕ санран ватăлăх.

Хамăр пахчари çырла
Сĕнчĕ пире чашкипе:
- Çийĕр,- тет ырла-ырла
Ларнă чух тăвансемпе.

Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.

Комментарии

Комментариев нет.