25 окт
Ҫилленнипе ҫавра ҫилпек
Ҫавӑрттарма ай пуҫласан,
Тупать чӗлхе хыҫма майне
Кашни сӑмах чул «кастарсан»
Ҫула майле аса илни
Пулни, манни, мӗн пулманни.
Пӗтӗм сӑмах усал пуххи-
Хӗрсе кайсан чару ҫукки.
Пит меллӗ вӑхӑт тавӑрма
-Кашни сӑмах пуҫ кастарма-
Татти - сыпписӗр кустарса
Ӳпкелеме ҫынна хӑйса.
Ҫак самантра чирлӗ ҫынна
-Чӗре ҫине пуснӑн шуйттан-
Инкек ан килтӗрччӗ кӑна
-" Хӑпасчӗ хӑвӑртрах унтан°
Туймасть усал - "Тӑрук- ӑшра
Краҫҫынсӑрах ҫунан чунра,
Куҫпа курми хӗм ҫулӑмпа -
Ҫухатнӑ тӗллев хуйхӑпа"?!
Ҫапла майпа тӗнче тавра
Усаллӑх ҫуралать Мурпа.
Мӗн чухлӗ кӗвӗҫ ҫак ҫынра
Суккӑр ҫуралнӑ вӑл чунпа.
Кӳрентерес шухӑш майпа
Шырать сӑлтав мӑнна хурса
Ҫӑрать чуста шур - хурапа,
Тӑрантарать - май ҫук чӑтса.
Чӑн-чӑн пурнӑҫран йӗркеленнӗ сӑвӑ!
Маттур, Шанӑҫпи!
Тавах Надежда, хакланӑшӑн.
Пӗр шелсӗр-мӗнсӗр,,шӗкӗлчетпӗр",
Синкер шӑпаллӑ ҫынсене.
Хуйхи ҫитсен ҫеҫ ӗненетпӗр--
Пвтак ик вӗҫлӗ пулнине....