❗Салам, салам!

Салам, салам, ытарайми ыр ҫыннӑмсем,
Хӗрӳ салам сире, юратнӑ тӑвансем!
Ҫурхи салам яратӑп эпӗ пурсӑра,
Хӗвел пайӑркилле ҫутаттӑр чунӑра!
Салам, салам тесе калатпӑр ир пулсан,
Салампала пуҫа таятпӑр тӗл пулсан.
Эп вӗҫтеретӗп ӑшӑ-ӑшӑ саламсем,
Чунра ахах пулса вырнаҫчӑрах вӗсем.
Салам, чӑвашӗ, вырӑсӗ -- пурне салам,
Тӗнче илемлӗ те хавас пӗрле пулсан.
Ҫӗр-шывӗпех саланччӑр пирӗн саламсем,
Ыр кӑмӑлпа телей шевли хӗлхемӗсем.
Пин-пин салам йӑл кулӑпа пӗрле тулса
Шерпет пекех пулайтӑрччӗ чуна уҫса.
Хавха кӳрет ӑш сунӑм, чӑн та, кашнине,
Ирхи салам парне пулайтӑр пӗр-пӗрне!
Салам тӗнче, салам сана асам ҫӗр-шыв!
Салам, авкаланан илемлӗ юхан шыв!
Салам сире, хаваслӑ ирӗк кайӑксем,
Чӗре юррийӗ шӑратан чун чӗкеҫсем!
Мая Салампи

Комментарии