Саламлатпӑр!

⚡Спорта юратакан Сител ҫамрӑкӗсем пӗр канмалли куна та ахаль ирттермеҫҫӗ. Кашнинчех тӗрлӗ ӑмӑртусенче тупӑшаҫҫӗ. Паян та вӗсем Норваш-Шӑхаль ялӗнче иртекен теннис турнирӗнче пулнӑ. Унтан ҫитӗнӳсемпе таврӑнма пултарнӑ.
🏓Хӗрӳ тупӑшура теннисла выляса Дмитрий Васильев хӑйпе тантӑшлисем хушшинче пӗрремӗш🥇вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Диана Выросовапа Алексей Шайманов🥉пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.
⚡Маттур спортсменсене чунтан саламлатпӑр. Яланах малти вырӑнсене парӑнтарма вӑй-хӑват, ҫирӗп кӑмӑл, ӑнӑҫу сунатпӑр!

Комментарии