Александр Арсентьев и ARS-группа - Ан васка, тӑванӑм. Слова В. Шихранов, музыка

«Ан васка тăванăм»

(Музыки А. Арсентьевăн, сăвви В. Шихрановăн)
1. Ан васка ытла, тăванăм, лашуна кӳлме
Уйăх ҫутипе пулсан та ҫитĕн-ха килне!
Эс кайсассăн кĕрекеҫĕм пушанса юлать
Кулянать ман чун-чĕреҫĕм, тунсăхпа тулать
2. Тăхтасам кăштах, тăванăм, ҫул курки тытма
Хистесех питех ан ыйт-ха ăсатса яма!
Пĕр ҫавра юрă юрлар-и юнашар тăрса
Пĕр-пĕрне телей сунар-и куҫран куҫ пăхса
3.Эс мана килсе курнишĕн чунăм савăнать
Уйрăлма вăхăт ҫитнишĕн куҫăм шывланать…
Ан васка ытла, тăванăм, лашуна кӳлме
Уйăх ҫутипе пулсан та ҫитĕн-ха киле!

  • А. Арсентьев - Ан васка тăванăм -
  • А. Арсентьев - Ан васка тăванăм +

Комментарии