«Тĕл пултăм эп савнине»

(Музыки В. Железновăн
Сăвви А. Ярутковăн)
Тĕл пултăм эп савнине
Сар хĕвел пек хитрине
Юратрăм-çке савнине
Хура çĕмĕрт куçлине
Хушса юрламалли:
Парнелерĕн эс мана
Çунтаратăн куллуна
Вут хыптартăн чунăма
Хыт çухатрăм канăçа
Ах çунтармăш савнине
Кам юратмĕ хитрине
Саншăн çеç пурăннине
Эп туятăп чĕремпе
Епле лайăх савнипе
Вăййа тухсан каçхине
Алла аллăн тытăнса
Ăшшăн-ăшшăн чуп туса

Светлана Иванова-Мерчен. Тел пултам эп савнине 02
  • Светлана Мерчен - Тел пултам эп савнине -

Комментарии