♫Дмитрий Моисеев - манӑн чӗрере

Манăн чĕрере

(Дмитрий Моисеев репертуарĕнчен)
1. Ах, мĕн-ма ытла хитре-ши ырă çуркунне
Çепĕç туйăма вăратрĕ манăн чĕрере
Ах, çуркунне, ырă çуркунне
Çепĕç туйăма вăратрĕ манăн чĕрере
2. Ăнсăртран кăна тĕл пултăм эп сана пĕрре
Вилмеллех мана амантрĕç санăн куçусем
Ах, куçусем, санăн куçусем
Вилмеллех мана амантрĕç санăн куçусем
3. Çут тĕнчере питĕ йывăр пĕччен пурăнма
Ирĕн-каçăн эп шутларăм сан çинчен кăна
Ах, сан çинчен, сан çинчен кăна
Ирĕн-каçăн эп шутларăм сан çинчен кăна
4. Çĕр çырли пек илĕртеççĕ санăн тутусем
Чупса пырса чуптуса илеççĕ пуль вĕсем
Ах, тутсуем, санăн тутусем
Чупса пырса чуптуса илеççĕ пуль вĕсем

  • Дмитрий Моисеев - Манн чрере

Комментарии