«Алла купăс парăр-ха!

»
(А. Сорокин тата Л. Семёнова репертуарĕнчен
Хушса юрламалли:
Алла купăс парăр-ха
Ҫĕнĕ юрă пуҫлама
Алла тутăр парăр-ха
Саркаланса ташлама
Хут купăсне калăр-ха
Янраттарса савăнса
Хут купăсне калăр-ха
Пурнăҫ кайтăр малалла
1.Мĕнле лекрĕн купăспа
Кĕтсе илнĕ уява
Кĕрекере йăмрапа
Саламланă тăвана
Тус-тăвана пуҫтарса
Туй пуҫланă ял-йышпа
Ҫамрăксене пил парса
Ташша тухнă купăспа
2. Салтакне те ыр сунса
Ăсатнă хут купăспа
Унăн ҫепĕҫ кĕввипе
Сыв пулашнă савнипе
3.Пурнăҫра чи илемли
Тăвансемпе савăнни
Пĕрне-пĕри юратни
Килĕштерсе пурăнни

Алла купăс парăр-ха
  • Л. Семенова тата А. Сорокин - Алла купас парар-ха +

Комментарии