• Александр Арсентьев - Ман телейем Натали -
  • Александр Арсентьев - Ман телейем Натали +
Александр Арсентьев - Натали 13.10.2018 Чебоксары

«Ман телейĕм, Натали»

(Александр Арентьев репертуарĕнчен)
1.Сар пике сана тĕл пултăм
Çĕмĕрт çурнă вăхăтра
Телее санра пуль куртăм
Асамлă самантра
Çăлтăрсем çиçсе вылярĕç
Çурхи каçăн тӳпинче
Юрату пире пиллерĕç
Çак çутă каçсенче.
Хушса юрламалли:
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн чун савни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн тур çырни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!
2. Иленсе чуна çиçейрĕç
Çĕмĕрт евĕр куçусем
Юмахри пекех иртеймĕç
Юратупа каçсем
Çеçкине çĕмĕрт курсассăн
Сăмах патăн эс мана
Ĕмĕрех пĕрле пулмашкăн
Ялан манпа кăна
Хушса юрламалли:
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн чун савни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн тур çырни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!
3. Сар пикеçĕм, сар пикеçĕм
Çĕмĕрт куçлă хĕр ача
Юратап сана савниçĕм
Тухса мана качча
Юрату вут-хĕмĕ çунтăр
Пирĕн çамрăк чунсене
Яланах пире ыр сунтăр
Çăлтăрлă çут тĕнче
Хушса юрламалли:
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн чун савни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн тур çырни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!
хушса юрламалли:
Çĕмĕрт куçлă тусăм Натали
Çĕрĕ туянтăм сан валли
Кил-ха ыталăп, пĕр сăмах калăп
Турă çырни Натали!
Ах Натали-тали, Натали
Сар хĕвел пултăн ман валли
Эсĕ-çке маншăн чун савни мар-и?
Ман телейĕм, Натали!

Комментарии